Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Йырăсемпе качака кӳлсе пасара кайрăм


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕрре эпĕ, йытăсене кӳлсе, качакана мала ятăм та, качака мăйраки вĕçне кукăль çакса, пасара кайрăм.
    Йытăсем качака мăйраки вĕçĕнчи кукăле илесшĕн сиккипе пыраççĕ. Качака вĕсенчен хăранипе хӳрине тавăрса пăрахнă та тăрс-тăрс тапса кăна пырать. Тĕпри йытă та мĕнпур халĕ çитнĕ таран чупать. Качака, пырсан-пырсан, ме-ек çухăрать, йытă та хам-хам вĕрет. Çапла пасара çитнине те сисмерĕм.
    Пасарта кулач илтĕм те каялла киле таврăнатăп. Киле çитсен, йытăсем кĕлет айне кĕрех кайрĕç те ман пуçа шан кăна тутарса хăварчĕç кĕлет пĕрени çумне. Пуçăм чутах çурăлатчĕ.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки